Ака уйăхĕн 19-мĕшĕнче "Хунав" фестивалӗн муниципалитет тапхӑрӗ иртрӗ.
Тавӑтри ача садне çÿрекенсем конкурса хутшăнса тĕрлĕ номинацисенче тивӗҫлӗ вырӑн йышăнма пултарчĕç.
♦«Янра, сăввăм, хыттăнрах» номинацире 2-мĕш вырăна Кириллова Милана, Иванова Милана тата Афанасьева Ангелиеа çĕнсе илме пултарчĕç.
♦ «Асамлă юмах тĕнчи» номинацире «Шевле» ушкăн «Кӑмпа айӗнче» юмахпа 3-мĕш вырăна тухрĕ.
💐Фестивале хутшăнакансене пурне те саламлатпăр,малалла та çитĕнÿсем тума сунатпăр!