Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕ чăваш чĕлхи, чăваш литератури тата тăван ен культури урокĕсенче усă курмалли видеороликсемпе анимаци фильмĕсен конкурсне ирттерчĕ.
Жюри икĕ теçеткене яхăн ĕç пахаларĕ, конкурса тăратнă материалсем пурте уроксенче, шкул çулне çитмен ачасемпе ирттерекен занятисенче усă курма юрăхлине палăртрĕ. Ĕçсем тĕрлĕ енлĕ пулчĕç: кĕске метражлă кинофильм евĕр ӳкернисем, мультфильм майлă калăпланисем, слайдсене сасăланисем, ӳкерчĕксен ярăмĕнчен йĕркеленĕ видеофрагментсем тата фотоматериалсем лартнă ĕçсем т.ыт те.
Конкурсантсем ĕçе тĕплĕн туни курăнчĕ, çапах та хăш-пĕр ĕçсем конкурс условийĕсене тивĕçтермен пирки (сăн ӳкерчĕксем анчах пулни, сасă тата видео пахалăхĕн шайĕ çителĕксĕр пулни т.ыт.те) çĕнтерӳçĕсемпе призёрсен шутне кĕреймерĕç.
Жюри пайташĕсем 2 çĕнтерӳçĕпе 8 призёра палăртрĕç. Призерсен шутне пирĕн воспитатель Петрова Лариса Михайловна та кĕчĕ. Диплома тивĕçрĕ. Степанова Светлана Витальевна та конкурса хутшăннăшăн сертификат илме пултарчĕ.
Конкурса хутшăнакансене тав тăватпăр. Çĕнтерӳçĕсемпе призёрсене саламлатпăр.