Тăван чĕлхе – анне чĕлхи» проекта пурнăçа кĕртекен ача сачĕсен педагогĕсем авăн уйăхĕн 28-мĕшĕнче Шупашкар хулин 116-мĕш ача садĕнче «Шкул çулне çитмен ачасене чăваш халăх культурипе паллаштарасси» семинарта пулчĕç. Пирĕн садикри воспитатель Петрова Лариса та ҫак мероприятире хутшăнма кăмăл турĕ.
Чи малтанах 116-мĕш ача сачĕн вĕренекенĕсем чăваш ташши ташласа хăнасен кăмăлне çĕклерĕç. Унтан семинара килнисене ача сачĕн заведующийĕ Алена Семенова саламларĕ, вĕренÿ организацийĕн ĕçĕ-хĕлĕпе кĕскен паллаштарчĕ.
Вĕренÿ институчĕн чăваш чĕлхипе литератури кафедрин ертÿçи ĕçĕсене тăваканĕ Анна Егорова шкулчченхи вĕренÿ организацийĕсенче вĕренÿ ĕçне чăвашла йĕркелелемелли майсемпе мелсем çинче чарăнса тăчĕ, чăваш чĕлхин пуласлăхĕ ача сачĕсенче ĕçлекенсенчен чылай килнине палăртрĕ.
«Тăван чӗлхе – анне чӗлхи» проекта 116-мӗш ача садĕнче пурнăçа мĕнле кĕртсе пыни çинчен Ольга Исаева методист каласа пачĕ. Зоя Иванова воспитатель проекта хутшăнса хăй мĕнлерех аталанса пынипе паллаштарчĕ.
Унтан педагогсем ушкăнсем çине пайланса ăсталăх лаççисенче тĕрлĕ ĕç тума хăнăхрĕç. Надежда Муравьева ача садне çÿрекен ачасене чăваш халăхĕн пуянлăхĕпе лепбукпа усă курса паллаштарма вĕрентрĕ. Наталия Кузнецовăпа Надежда Амасева «Асамлă тĕнче» вăйă выляттарса чӑваш культурипе паллаштарас, чăвашла калаçма вĕрентес вăрттăнлăхсене уçса пачĕç.
Алевтина Ксенофонтовăпа Мария Зайцева ертсе пынипе воспитательсем Чăваш Республикин гербне çĕнĕ материалсенчен ăсталама тата илемлетме хăнăхрĕç. Пукане ăсталанă вăхăтра ачасене чăваш тĕррипе çывăхрах паллаштарас, чăваш сăмахĕсене вĕрентес майсемпе мелсене Наталия Филиппова кăтартса пачĕ.
Ăсталăх лаççисем хыççăн иртнĕ çавра сĕтелте Анна Егорова ертсе пынипе воспитательсен паха опытне пĕтĕмлетрĕç, ачасене тĕрлĕ ĕç тутарса тата таврашри япаласемпе усă курса чăвашла калаçма вĕрентмелли, чăваш халăх культурипе паллаштармалли майсемпе мелсене тишкерчĕç, «Тăван чĕлхе – анне чĕлхи» проектпа килĕшÿллĕн ку вĕренÿ çулĕнче тумалли ĕçсене палăртрĕç.