Воспитателсем «Социокультура çăл куçĕсем» программăна пурнăçланă май 3-4 çулхи ачасен чăвашла пуплевне аталантарас ĕç» семинара хутшăнчĕҫ

Воспитателсем «Социокультура çăл куçĕсем» программăна пурнăçланă май 3-4 çулхи ачасен чăвашла пуплевне аталантарас ĕç» семинара хутшăнчĕҫ
     Тăван халăх культурипе паллаштаракан «Социокультура çăл куçĕсем» программăна пурнăçланă май 3-4 çулхи ачасен чăвашла пуплевне аталантарас ĕç мĕнлерех пынине сӳтсе явма Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕ семинар йĕркелерĕ. 2023 çулхи çу уйăхĕн 18-мĕшĕнче Чăваш Республикин Элĕк муниципалитет округĕн «Элĕкри 1-мĕш «Çăл куç» ача сачĕ» шкул умĕнхи муниципалитет хăй тытăмлă вĕренӳ учрежденийĕнче Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕн, Элĕк муниципалитет округĕнчи шкул умĕнхи вĕренӳ учрежденийĕсен тата Канаш муниципалитет округĕн «Уçырмари «Хĕвел» ача сачĕ» шкул умĕнхи муниципалитет бюджет вĕренӳ учрежденийĕн ĕçченĕсем пуçтарăнчĕç. Чăваш Республикин вĕренӳ институтĕнчен семинар ĕçне регион аталанăвĕ центрĕн директорĕ Инесса Ядранская, чăваш чĕлхипе литература кафедри пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Анна Егорова, шкул умĕнхи вĕренӳ кафедрин аслă преподавателĕ Нина Соловьева, регион аталанăвĕ центрĕн ертӳçĕ ăслăлăх ĕçтешĕ Александр Кузнецов хутшăнчĕç.
        Фоторепортаж
        Мероприятие килнĕ хăнасене Элĕкри 1-мĕш «Çăл куç» ача сачĕн пуçлăхĕ Лариса Алексеевна Соколова, капăр чăваш тумĕ тăхăннă ача сачĕн ĕçченĕсем тата пултаруллă ачасем çăкăр-тăварпа, ташă-юрăпа кĕтсе илчĕç. Семинар пуçламăшĕнче Элĕкри 1-мĕш «Çăл куç» ача сачĕн ертӳçи Лариса Соколова тата Чăваш Республикин вĕренӳ институчĕн регион аталанăвĕ центрĕн директорĕ Инесса Ядранская пурне те программăна сӳтсе явма хутшăнма кăмăл тунăшăн тав турĕç, ĕçре ăнăçу сунчĕç.
       Семинарăн пĕрремĕш пайĕнче «ăсталăх лаççисем» ĕçлерĕç. «Социокультура çăл куçĕсем» программăпа килĕшӳллĕн Элĕкри 1-мĕш «Çăл куç» ача сачĕн воспитателĕсем хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç: «Ырă кĕнеке» занятие Ольга Филиппова ирттерчĕ, «Картишĕнчи чǎх-чĕп» занятие – Ольга Спиридонова.
        Шкула кайма хатĕрленекен ачасемпе хăй мĕнле ĕçленипе, «Пурнăç çулĕ» («Жизненный путь») темăпа заняти йĕрелесе, Уçырмари «Хĕвел» ача сачĕн воспитателĕ Надежда Андреева паллаштарчĕ.
      Чăваш Республикин вĕренӳ институтĕнче вăй хуракан Анна Егорова тата Нина Соловьева шкул çулне çитмен ачасен пуплевне аталантарас ĕçе мĕнле майпа тухăçлăрах йĕркелесси пирки калаçрĕç. Семинарăн иккĕмĕш пайĕнче тухса калаçакансем пĕр-пĕрин ĕç опычĕпе паллашассине мала хучĕç. Уçырмари «Хĕвел» ача сачĕн пуçлăхĕ Роза Малина шкул çулне çитмен ачасене «Социокультура çăл куçĕсем» программăна пăхăнса аталантарас ĕçе хăй ертсе пыракан ача садĕнче мĕнлерех йĕркеленипе паллаштарчĕ, мĕнле йывăрлăхсемпе тĕл пулнине палăртса хăварчĕ.
      Çак ача садĕнче вăй хуракан Альбина Иванова тата Алина Васильева воспитательсем Уçырмари «Хĕвел» ача садне çӳрекен аслă çулхи ачасен чăвашла пуплевĕ «Социокультура çăл куçĕсем» программăна пурнăçа кĕртсе пынăçемĕн мĕнле аталанса пыни пирки калаçрĕç.
        Элĕкри 1-мĕш «Çăл куç» ача сачĕн воспитателĕ Ольга Филиппова «Социокультура çăл куçĕсем» программӑна воспитани ĕçĕпе çыхăнтарнин хăйне евĕрлĕхĕ пирки сăмах хускатрĕ. Çак ача садĕнчех вăй хуракан Ольга Спиридонова вара 3-4 çулхи ачасене чăвашла вĕрентес ĕç условийĕсем çинче чаранса тăчĕ, Лариса Соколова ача сачӗн чӑваш чӗлхине вӗрентес ӗҫ опычӗпе паллаштарчĕ.
       «Социокультура çăл куçĕсем» программӑн лайăх енĕсем пирки кĕçĕн группăна çӳрекен ачан ашшĕ Сергей Стекольщиков тухса калаçрĕ. Вăл программăна ырларĕ, ачи килте кăна мар, ача садĕнче те чăвашла калаçни питĕ усăллă, лайăх пулăм пулни пирки хыпарларĕ. Чăваш чĕлхине ача садĕнче те, шкулта та вĕрентесси пĕр-пĕринпе тачă çыханнă, уйрăлми процесс пулни пирки Элĕкри И.Я.Яковлев ячĕллĕ пĕтĕмĕшле пĕлӳ паракан вăтам шкулта пуçламăш классене вĕрентекен Фаина Тихонова тухса калаçрĕ. Пирĕн садикри воспитательсем Петрова Лариса Михайловнăпа Комиссарова Алина Геннадьевна та семинара хутшăнчĕç, программа ăнăçлă, кирлĕ, усăллă пулнине палăртрĕç. Анчах та вăл тухăслă пултăр тесен ача сачĕсенче вăй хуракансен кăна мар, ашшĕ-амăшĕн те тăрăшмаллине, килте чăвашла калаçмаллине, тăван чĕлхене мĕн пĕчĕкрен юратма, хисеплеме вĕрентмеллине палăртса хăварчĕç.