Ака уйăхĕн 19-мĕшĕче Тавăтри 3-мĕш номерлĕ «Пучах» ача сачĕнче чăваш чĕлхи эрни пуҫланчĕ. Ҫак уяв вăл чăваша ҫутта кăларнă И.Я.Яковлев ҫуралнă кунĕпе ҫыхăннă. Чăваш чĕлхи эрнинче эпир нумай ĕҫ туса ирттертĕмĕр. Ачасемпе «Манăн тăван Республика» темăпа калаҫусем ирттертĕмĕр, чăвашла юрă-сăвă вĕренсе юрлама, сăвă калама хăнăхрăмăр. Чăваш юмахĕсемпе, вăййисемпе кăмăлтанах паллашрăмăр, выляса савăнтăмăр. Чăваш Республикинчи кайăксемпе чĕрчунсем ҫинчен викторина, йĕркелерĕмĕр, чăвашăн паллă ҫыннисем ҫинчен нумай ҫĕннине пĕлтĕмĕр. Чăваш тĕррин вăрттăнлăхĕсене те алла илтĕмĕр, чăвашла гимн янранине мăнаҫланса итлерĕмĕр. Вăтам ушкăнри ачасемпе «Вăйă картинче», аслă ушкăнри ачасемпе «Асанне патĕнче» юрăллă-ташăллă уявсемпе чăваш чĕлхи эрнине пĕтĕмлетрĕмĕр.