Педагогсем «Тăван чĕлхе – халăх чунĕ, наци палли» пултарулăх лаççинче активлă пулчĕç

 2021 çулхи ака уйăхĕн 27-мĕшĕнче Чăваш Республикин вĕренÿ институтĕнче çĕнĕ чăваш çырулăхне туса хунăранпа 150 çул çитнине халалласа «Тăван чĕлхе – халăх чунĕ, наци палли» пултарулăх лаççи иртрĕ. Пултарулăх лаççине 55 çын хутшăнчĕ, вĕсем хушшинче – воспитательсемпе методистсем, хушма пĕлÿ паракан педагогсемпе музыка ертÿçисем.

 Ĕçлĕ калаçăва этнокультура вĕренĕвĕ кафедрин ертÿçи Анна Егорова йĕркелесе пычĕ. Пирĕн ача сачĕн воспитателĕсем Лариса Петровăпа Светлана Степанова, «Су-джок терапипе усă курса ачасен калаçăвне аталантарасси» темăпа, ĕçтеш Алина Комиссарова «Шкул çулне çитмен ачасемпе тăван ен культурине вĕреннĕ чухне логика вăййисемпе тата задачисемпе усă курасси» темăпа тухса калаçрĕç.  «Тăван чĕлхе – халăх чунĕ, наци палли» пултарулăх лаççи пуриншĕн те кăсăклă та усăллă иртрĕ.