Кашни халӑхӑн хӑйӗн тӑван чӗлхи пур. Эпир, чӑвашсем, чӑвашла калаҫатпӑр. Мӗн тери илемлӗн, мӗн тери хӑватлӑн, мӗн тери мӑнаҫлӑн янӑрать пирӗн тӑван чӗлхе.Чӑваш чӗлхи пуррипе чӑваш халӑхӗ пур, мӗншӗн тесен чӗлхе нацие пӗлтерекен паллӑсенчен чи кирли. Чӑваш чӗлхи чӑваш халӑхăн наци пуянлӑхӗ пулса тӑрать. Чӑваш Республикин Аслӑ Совет Президиумӗн 1992-мӗш ҫулхи ака уйӑхӗн 9-мӗшӗнчи Постановленийӗпе килӗшӳллӗн ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, чӑваш халӑхне ҫутта кӑлараканӗн, ҫӗнӗ чӑваш ҫырулӑхне йӗркелекенӗн Иван Яковлевич Яковлевăн ҫуралнӑ кунне, Чӑваш чӗлхи кунне уявлатпӑр. Чӑвашсен паллӑ ҫыннисем хушшинче И.Яковлев ячӗ чи паллисенчен пӗри. Тӑван халӑха валли ҫырулӑх хывса хӑварнисӗр пуҫне вӑл уҫнӑ Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗ вӗрентӳ, литературӑпа культура, искусство ҫыннисене хатӗрленипе те сӑваплӑ. И.Я.Яковлев пулас ӑрӑва тӑван чӗлхене упрама пиллесе каланӑ: «Халӑхӑн ӑс-тӑнӗпе унӑн пӗтӗм тӗнче курӑмне тӑван чӗлхе чун парать. Тӑван чӗлхесӗр чӑн-чӑн пӗлӳ ҫук». Унӑн «Халалӗ» вара пирӗн ӑрӑва хӑварнӑ ырӑ сунӑм пулса тӑрать.
Ака уйӑхӗн 19-мӗшӗнче Тавăтри ача садĕнче чӑваш чӗлхи эрни пуҫланчӗ. Ҫак эрнере нумай ӗҫ тума палӑртрăмăр. Эрнене эпир сăвă конкурсĕнчен тата дистанци мелĕпе сӑвӑ вулакансен «Эпĕ чăвашла калаҫатăп» акцирен пуҫларăмăр. Унта тăван чĕлхе ҫинчен калакан сăвăсем уççăн янăрарĕç. Петрова Катя, Порфирьев Леня, Андреева Лиза, Ефимова Даша, Степанов Алеша, Лаврентьева Аня сăвăсене питĕ илемлĕ вуласа тĕлĕнтерчĕç.
«Шупашкар – чăвашсен тĕп хули», «И.Я. Яковлев пурнăҫĕпе пултарулӑхӗ» калаҫусем те кӑсӑклӑ иртрĕҫ. Ачасем чăваш халăхне ҫутта кăлараканĕ çинчен сахал мар ҫĕннине пĕлчĕҫ, унăн юмахемпе, калавĕсемпе паллашрĕҫ. Ку эрнере виртуаллă майпа Чăваш наци музейне те ҫитсе курма пултарчĕҫ. Аслă ушкăна ҫӳрекен ачасем «Пукане», «Кăмпа айĕнче» сценкăсене садикра ĕҫлекенсене тата хăйсенчен кĕҫĕнреххисене выляса пачĕҫ. «Чăваш салфетки», «Чăваш тĕррисем», «Илемпи пукане валли чашăк-тирĕк», «Чăваш композиторĕсем» темăпа хатĕрленĕ вăйăлла занятисем интереслĕ иртрĕҫ.
Педагогем И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнчи чăваш тата вырăс филологийĕн факультечĕ ирттерекен чăваш чĕлхи кунне халалланă «Тăван чĕлхе – пĕлÿ чĕлхи» онлайн викторинăна, «Уяв янратăр чăвашла» «Тăван чĕлхе – пĕлÿ çăлкуçĕ" конкурссене, «Эпĕ чăвашла калаçатăп» акцие хаваспах хутшăнчĕҫ.
«Чăваш ачи-сассуна пар! литературăпа музыкăллă уяв ҫак эрнен пĕтĕмлетĕвĕ пулчĕ. Уява тĕлĕрен тĕрлĕ чаваш ҫипуҫĕ тăхăннă хăнасем килчĕҫ. Сăвă-юрăпа, ташă-кулăпа, ĕлĕкхи чăваш вăййисемпе илемленчĕ ҫак уяв.
Кăсăклă та пуян иртрĕ эрне. Эпир хамăрăн тăван чĕлхепе Иванова, Çеçпĕле, Ухсайпа Хусанкая вулама пултарнишĕн телейлĕ, çавăнпа та пурне те Чăваш чĕлхи кунĕ ячĕпе саламлатпăр. Хакласа та хисеплесе вĕренĕр чăваш чĕлхине. Вăл – пирĕн малашлăх.