И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университетĕнчи чăваш тата вырăс филологийĕн факультечĕ ака уйăхĕн 20-мĕшĕнчен пуçласа чăваш чĕлхи кунне халалланă «Тăван чĕлхе – пĕлÿ чĕлхи» онлайн викторина ирттере пуҫларĕ.
Викторинăн тĕп тĕллевĕсемпе задачисем – çамрăксене тăван чĕлхепе литература пĕлĕвне анлăлатасси; тăван халахăн çыруллă, сăмах вĕççĕн çÿрекен культурипе паллаштарасси; тăван çĕре, патшалăха хисеплес туртăма аталантарма тата ачасен тавра курăмне ÿстерме пулăшасси; анне чĕлхи урлă вĕренекенсене наци тата этнос харпăр хăй ăнланулăхне йĕркелеме пулăшасси; ачасемпе çамрăксен чĕлхин сăмах пуянлăхне ÿстерме, ытарлăхĕпе сăнарлăх туйăмне аталантарма майсем туса парасси.
Тавăт садикĕнче ĕҫлекен педагогсем те викторинăна активлă хутшăнчĕç. Хăйсен пĕлĕвне чĕлхепе литература ыйтавĕсем çине хуравласа ӳстерме пултарчĕç, пурте сертификат илчĕç. Викторинăна хутшăннă педагогсене пурне те саламлатпăр.