Садик ĕҫченĕсемпе ачасем «Эпĕ чăвашла калаçатăп» акцие хутшăнаҫҫĕ

21 çулхи ака уйăхĕн 15-25-мĕшĕсенче Чăваш Республикинче чăваш чĕлхи кунне тата çĕнĕ чăваш çырулăхне туса хунăрантпа 150 çул çитнине халалласа «Эпĕ чăвашла калаçатăп» акци иртет. Акци тĕллевĕ: чăваш чĕлхине упраса хăварасси, аталантарасси, халăх хушшинче сарасси. Акцие чăвашла пĕлекен кирек кам та хутшăнма пултарать.

Пирĕн садик ĕҫченĕсем те ачасемпе ҫак акцие хутшăнма кăмăл турĕҫ. Воспитательсем ачасем чăвашла сăвă вуланине е юрă юрланине видео çине ÿкерсе илсе  #эпĕчăвашлакалаҫатăп хештегпа Контактра хутшăну тетелĕнчи «Чăваш чĕлхи – чĕкеç чĕлхи»  ушкăна (https://vk.com/club201526545), интернетри ытти хутшăну тетелӗсене (социаллă сетьсене) вырнаҫтарчĕҫ. Ачасен пултарулăхне садик сайчĕ ҫинчи «Чăваш чĕлхи – анне чĕлхи» web-страницăра та паллашма пулать (юрă «Пукане» (сăвви  Г.Хирпӳн, кĕвви Э.Табаевăн), П.Хусанкайăн сăвви «Эп чăваш ачи», В.Андреевăн сăвви «Кушакпа иккĕн сĕт ĕҫни», Н.Карайăн сăвви «Пирĕн  умра», В.Тимаковăн сăвви «Ман пĕлес  килет нумай»).