Ача сачĕ – халăха пĕлӳ парас ĕҫĕн пĕрремĕш пусăмĕ. Унăн тĕп тĕллевĕ – шкул ҫулне ҫитмен ҫамрăк ăрăва пăхса ӳстересси, шкула кайма хатĕрлесси. Ҫак ĕҫре вăл ачасен ашшĕ-амăшĕпе тачă ҫыхăну тытать. Ача сачĕпе шкул хушшинчи ҫыхăнăва лайăхлатасси те питĕ пысăк пĕлтерĕшлĕ. Ача садĕнче ĕҫлекен шкул ҫулне ҫитмен ачасене пăхса ӳстерес ĕҫре вĕсен ӳт-пĕвне, ăстăнне аталантарас, йăла – йĕркене вĕрентес, илеме туйма хăнăхтарас тĕллевсене тĕпе хурать.
Чыслăха вĕрнетес ĕҫе ача садĕнче уйрăмах тимлемелле, мĕншĕн тесен шăпах ҫак тапхăрта шкул ҫулне ҫитмен ачасен ырăпа усала ăнланасси питĕ хăвăрт аталанать: вĕсем кулленхи йăла-йĕрке виҫисене чухлама пуҫлаҫҫĕ, вĕсене пурнăҫлама хăнăхса пыраҫҫĕ, тантăшĕсемпе, ҫитĕннĕ ҫынсемпе хутшăнма пуҫлаҫҫĕ.
Воспитатель – шкул ҫулне ҫитмен ачасене пăхса ӳстерес ĕҫе йĕркелекенĕ, ăна ертсе пыраканĕ. Программăна пурнăҫлассишĕн чи малтан вăл явапра тăрать. Унăн сăпайлăхĕ, йăла-йĕркери сăн-пичĕ ачасемшĕн тĕслĕх пулмалла. Унăн хăйĕн педагогикăпа политика пĕлĕвĕсен шайне вĕҫĕмсĕр ӳстерсе пымалла, ĕҫри ăсталăхне лайăхлатмалла, пурнăҫра активлă пулмалла.