2020 çулхи ака уйăхĕн 24-мĕшĕнче, мĕн пур чăваша Чăваш чĕлхи кунне, Чăваш автономине йĕркелесе янăранпа 100 çул çитнине тата Аслă Çĕнтерĕвĕн 75 çулне халалланă «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ» пĕрлештерчĕ. Пĕрисем радио-телевизор,теприсем Интернетри хутшăну тетелĕсене вырнаçтарнă аудиофайлсене итлесе хăйсем чăваш пулнине пĕлтерчĕç.
Тавăтри 3-мĕш номерлĕ ача сачĕ «Пучах» ĕçченĕ те, Петрова Л.М, «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2020» акцие активлă хутшăнса сертификат илнĕ.